Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче пĕтĕм хулапа ялта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2024» акци иртет. Акцин тĕп тĕллевĕ- чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Акцие Чăваш чĕлхи кунне, Раҫҫей Федерацийĕн Çемье ҫулталăкне, Чăваш Республикинчи Экологи культурипе ҫут ҫанталăка перекетлес ҫулталăкне халалланă. Пирĕн шкулта вĕренекенсем те акцие активлă хутшăнчĕҫ. Диктант ҫырма пуҫличчен ачасем Наталия Ивановна тат Алена Владимировна учительсемпе орфографипе пунктуаци правилисене аса илчĕҫ, вĕрентекенсем вара ачасен ыйтăвĕсем ҫине хуравларĕҫ. Акци усăллă та тухăҫлă иртрĕ.