Паян Калайкасси шкулĕнче ирех шавлă. Кунта Муркаш муниципаллă округĕн вĕненӳ организацийĕсен хушшинче ирттерекен «Сăмах хăвачĕ» сăвă вулакансен 1-мĕш фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Çак уявпа муркашсем Чăваш Республикинче иртекен Телейлĕ ачалăх çулталăкне уçрĕç. «Сăмах хăвачĕ» фестиваль-конкурса Чăваш Республикинчи Муркаш муниципаллă округĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Зоя Юрьевна Дипломатова уçрĕ. Ăмăртăва хутшанакансене ăнăçу сунчĕ, чăвашлăх туйăмлă яш-кĕрĕм Муркаш ятне татах та çӳлерех çĕклессе шаннине пĕлтерчĕ.
Фестиваль-конкурса 3 ӳсĕмри ачасем, икĕ секцинче хутшăнчĕç.
Фестиваль тухăçлă иртрĕ. Пурĕ 50 ытла çын ăмăртăва хутшăнма кăмăл турĕ. Жюри членĕсем чи маттуррисене грамотăсем парса чысларĕç.
Пĕтĕмлетӳ.
1-мĕш секци: «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» - Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай сăввисене вуласси. (Сăмах май, аслă поэтăмăр 1907 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче çуралнă)
Кĕçĕн ӳсĕмри ачасем - 1-4 классем:
2-мĕш вырăн – Дегтярева Софья (Оринин шкулĕ)
Вăтам ӳсĕмри ачасем – 5-8 классем:
2-мĕш вырăн – Димитриева Снежана (Оринин шкулĕ)
Аслă ӳсĕмри ачасем – 9-11 классем:
1-мĕш вырăн – Павлов Никита (Оринин шкулĕ)
«Сăмах хăвачĕ» фестиваль-конкурс Муркаш районĕнче вăй илессе, çултан-çул сумлăрах иртессе шантатпăр. Ăмăртăва хутшăнакан кашни вĕрентекене, сăвă вулакана тав сăмахĕ калатпăр.