Чӳк уйăхĕн 26 – мĕшĕнче виҫҫĕмĕш класра «Чăваш тĕррин кунĕ» иртерĕ. Чăваш тĕррине халлаласа савăнăҫлă уяв пулчĕ. Чи малтанах вĕрентекен ачасене уяв тĕллевĕпе паллаштарчĕ. Унтан «Паха тĕрĕ» фабрикин ĕҫĕсене кăтартрĕ. Презентаци хыҫҫăн чăваш халăхĕн интереслĕ те асамлă тумтирĕсемпе паллаштарчĕ, вĕсем ҫинчен каласа пачĕ.
Кăҫалхи ҫул ҫак уява Чăваш Республикинче пĕрремĕш хут паллă тăваҫҫĕ. Паянхи кун, чӳк уйăхĕн 26 – мĕшĕнче уявласси ҫинчен калакан йышăнăва Республика пуҫлăхĕ О.А. Николаев, юпа уйăхĕн 17 - мĕшĕнче 276 - мĕш номерлă Указпа алă пусса ҫирĕплетнĕ. Кунне те ятарласа суйласа илнĕ иккен. Çак кун Екатерина Иосифовна Ефремова ҫуралнă, вăл тăрăшнипе «Паха тĕрĕ» фабрикинче чăваш тĕрри ҫĕнĕрен пурнăҫа кĕнĕ.
Паян ачасем чăваш тĕррисемпе сурпан ҫинче паллашрĕҫ, масмакпа хулчă та тăхăнса пăхса сăнарĕҫ. Çак тĕрĕсене тума чăваш хĕрарăмсен чылай тăрăшмалла пулнă. Паянхи кун вара чăвашсенчен тĕрĕ тĕрлекенсем сахалрах. Çавăнпа та, ĕнтĕ, ҫак уява питĕ хисеплесе, чăваш халăхĕн историне чысласа пурнăҫа кĕртмелле.