Паян, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Республикинче чӑваш чӗлхе кунне паллӑ тӑватпӑр. Çак уява эпир 1992 ҫултанпах уявлатпӑр. Паллах, ҫак уява ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче палӑртма ахальтен суйласа илмен. Ку ҫуркуннехи ӑшӑ кун 1848 ҫулта тӗнчене чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ Иван Яковлевич Яковлев килнӗ. Вӑл учитель те, просветитель те, миссионер та, чӑваш алфавитне кӑлараканӗ те, писатель те, переводчик та, фольклорист та. Унсӑр пуҫне Иван Яковлевич Чӗмпӗр шкулне уҫаканӗ те. Унӑн таланчӗпе, пахалӑхӗпе тата тӗллевлӗхӗпе чӑваш халӑхӗ паянхи куннчен мухтанать тата тав тӑвать.
Чӑваш чӗлхи кунне 3-мӗш класс ачисем кӑҫал та, дистанционнӑй формӑпа вӗренетпӗр пулсан та, хастар хутшӑнчӗҫ. Вӗсем килте, ашшӗ-амӑшӗ пулӑшнипе те, хӑйсене тӗллӗн те ӳкерчӗксем, тӗрӗсем тата тӗрлӗ япаласем те ӑсталарӗҫ.